Тарават(Игнатьева) Валентина Николаевна

ПЫСǍК ӲС

Хĕвелчамăш вăрлăхне

Çемен хучĕ çĕр ăшне:

- Пĕчĕкскерĕм, ӳс эс, ӳс,

Шăрăха, сивве те тӳс.

 

Çумăра та савăк пул,

Хĕвеле те ăшшăн кул.

Пархатарлă пул кăна -

Манмăп эпĕ те сана:

 

Çум та çумлăп, шыв та сапăп,

Теветкеллĕ ӳс эс, сапăр.

Ылтăн кăшăл пысăк пултăр,

Савăнса Çемен йăл култăр.

 

Вăрри пултăр пит нумай -

Юрă юхĕ çиле май.